Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫын республика элтеперне Михаил Игнатьева харпӑр хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пама пултарать. Ыйтусене телерадиокомпани форумӗнче хӑварма юрать. Михаил Васильевич вӗсем ҫине тӗплӗн хуравлӗ. Чи малтанхи «Президента — ыйту» программа эфира авӑнӑн 25-мӗшӗнче «Россия–1» телеканалпа тухӗ, авӑнӑн 26-мӗшӗнче передачӑна «Россия–24» телеканалпа курма пулӗ. Ҫав кунах «Чӑваш Ен радио» аудио версине парӗ.
Акӑ, каллех, авӑнӑн 7-мӗшӗ ҫитрӗ — паян Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 6 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах, пӗлетӗр ӗнтӗ, 2005 ҫулта ҫак кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑнма пуҫланӑ.
Ҫулталӑк хушшинче мӗнле улшӑнусем пулса иртрӗҫ-ха? Чи малтанах ӗнтӗ электронлӑ вулавӑш калӑпӑшӗ самай ӳснине асӑнас пулать — 12 уйӑх хушшинче пӗр пин ҫурӑ хайлавпа вӑл пуянланчӗ. Тетелте ятарлӑ чӑвашла каналсем тухсан вӗсене хамӑр патӑмӑрта та вырнаҫтартӑмӑр. Пӗр енчен пирӗн сайта та пуянлатать, тепӗр енчен халӑха вӗсен ӑшлӑхӗпе паллаштарать. Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелчӗ — унта икӗ ҫӗнӗ словарь хушӑнчӗ, шырав майӗсем пуянланчӗҫ. Ятарлӑ лавкка та ӗҫлесе кайрӗ — «СУМ» ятлӑскер. Ӗҫне чӑн та нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла.
Асилтеретпӗр, пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать).
Ҫулталӑк каялла, 2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗршывӗнче элтепӗр ылмашӑнчӗ, вӑл вырӑна Николай Фёдоров пушатнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев йышӑнчӗ. Ҫак куна палӑртса республикӑра тухса тӑракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ятарлӑ калаҫусем, теле- тата радиокӑларӑмсем тухрӗҫ.
Ҫак ҫулталӑка кӗскен палӑртас пулсан ҫӗнӗ Элтепӗр чӑваш чӗлхишӗн самай пысӑк ӳсӗмсем турӗ — тетелте интерактивлӑ кун кӗнеки ӗҫлеме пуҫларӗ (ан тив, вӑл малтанхи уйӑхсенче ҫеҫ шӑв-шав ҫӗклерӗ пулин те пӗлтерӗшӗ пурах — чӑвашла хатӗрленӗ чи малтанхи влаҫ ресурсӗсенчен пӗри шутланӗ); влаҫ органӗсен сайчӗн чӑн-чӑн чӑвашла версийӗ кун ҫути курчӗ.
Чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме сӑмах панӑ Элтепӗре эпир ҫак паллӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, малашне те пӗтӗм вӑя хурса тӑван халӑхшӑн ӗҫлеме, вӑл ӗҫе туса пыма шанчӑклӑ туссемпе пулӑшакансем тупӑнса пырасса шанатпӑр.
Ҫурлан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ видеоканашлу мелӗпе районсемпе хуласен ертӳҫисемпе республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Программӑна пурнӑҫлама Чӑваш Ене 4 миллиард та 539 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри вӑл сывлӑх сыхлавӗнчи учрежденисенче материаллӑ техника базине тӗпрен ылмаштарасси.
Видеоканашлура Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Венера Муллина ҫапла пӗлтерчӗ: «Хальхи вӑхӑтра 18 ед. ҫӗнӗ йышши медицина техникине 18,5 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтарма май килнӗ. 2012 ҫул вӗҫлениччен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 2 пине яхӑн техника илсе ҫӗнетме палӑртнӑ. 25 пульница тӗпрен юсаса ҫӗнетме укҫан уйӑрнӑ. Хальӗхе 7 муниципалитетра 13 медицина учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр обьектсенче графикран юлса пынисем те пуррине асӑрхаттарнӑ. Калӑпӑр, Муркаш районӗн тӗп пульницинче хирурги корпусӗн ҫурт тӑррине утӑ уйӑхӗнчех витсе пӗтерме палӑртнӑ пулнӑ, анчах та паянхи кун та унта ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Ӗнер, утӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен Порталӗнче ҫӗнӗ сайт уҫӑлчӗ — унӑн чӑвашла варианчӗ. Тинех халӑх кӗтни, чӑвашсем ыйтни пурнӑҫланчӗ теме пулать!
Чӑвашла пай хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин социаллӑ-экономикин аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗпе, Чӑваш Ен Президенчӗн, Правительствӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать. Кунта чӑваш халӑхӗн историйӗ, культури, йӑли-йӗрки пирки пӗлме пулать. Ытти йышши пайсе те пур, пӗринче, тӗслӗхрен, республикӑра тухакан хаҫатсенче пичетленнӗ материалсене вырнаҫтарнӑ. Эпир хатӗрленӗ электронлӑ сӑмахсарсене (каҫӑ) те унта тупма май пур.
Тӗпрен илсен сайт хитре те меллӗ пулса тухнӑ. Хыпарсем те унта ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Хатӗрлекенсем шантарнӑ тӑрӑх вӑл малалла та пуянланса, лайӑхланса пырӗ. Сирӗн шухӑшӑр-сӗнӗвӗрсем пур пулсан, вӗсене хаваспах йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ чӑвашла хаҫат туха пуҫларӗ. Ӑна «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кӑларать. Хаҫачӗ халӑх хушшинче тӳлевсӗр, тепӗр майлӑ каласан — укҫасӑр, валеҫӗнет.
Хаклӑ ҫамрӑк туссем!
Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫамрӑклӑх — пурнӑҫ сиксе вӗрекен тата хӑвӑрт иртекен тапхӑр, ҫавӑнпа та ҫак вӑхӑтра мӗн тума палӑртнине пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле: чӑнлӑх тупсӑмне шыраса тупмалла, ҫӗннине уҫмалла, ҫитӗнӳ тума тӑрӑшмалла. Ахальтен мар вӗт халӑхӑн чи пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ пайӗ кирек хӑҫан та — яш-кӗрӗм.
Ҫамрӑксем тӗлӗшпе тытса пыракан патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ — ҫамрӑк граждансен вӗренӳ правине тивӗҫтересси, вӗсене професси илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма, пӗлӗвӗпе тата пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пулӑшасси. Пирӗн яш-кӗрӗмӗн конкуренци анинче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартма, ҫитӗнӳсем тума ӑнтӑлмалла тата яланах ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшмалла. Ҫамрӑксем пӗр-пӗрне юратса ҫирӗп те телейлӗ ҫемье чӑмӑртани вара наци сывлӑхӗпе тӗреклӗхӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать.
Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем паян хӑйсене спортпа политикӑра, вӗренӳпе сывлӑха сыхлас ӗҫре, культурӑпа ӑслӑлӑхра, строительствӑпа промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗпе бизнес ӗҫӗнче тивӗҫлипе кӑтартаҫҫӗ. Эпир Сингапурта иртнӗ Ҫамрӑксен I Олимпиадин чемпионӗсемпе, Раҫҫей Президенчӗн премийӗн лауречӗсемпе, «Ҫурҫӗр полюсӗ патне — йӗлтӗрпе» экспедицие хутшӑннӑ ҫамрӑксемпе, Атӑл леш енчи «Мол-Город» форума йӗркелекенсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.
Ӗнер, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, йӑлӑм енчи «Сувар» этнокультура паркӗнче 12-мӗш хут иртекен ниме-симпозиума пӗтӗмлетнӗ май 6 ҫӗнӗ сӑнарлӑ кӳлепе вырнаҫтарчӗҫ — пӗтӗмӗшле шутласан паркри шӗпсутсен шучӗ 130-тан та иртрӗ теме пулать.
Хальхинче скульпторсен йышӗ юрату йывӑҫӗ таврашне илемлетрӗ. Сантӑр Пикл, Станислав Еткер, Микуҫ Балтай тӗрлӗ енлӗ юрату сӑнарне йывӑҫран касса кӑларса кӳлепесем хатӗрлерӗҫ. Шӗпсутҫӑсен шутӗнче икӗ студент (диплом ӗҫӗ пек хатӗрленӗ) пурри те симпозиум-ниме ӗҫне самай ӳстерет. Юрату йывӑҫне тупма пулӑшакан кӑтартмӑша ҫул хӗррине, иртсе каякансем курмалла лартрӗҫ.
Паян вара ниме-симпозиума вӗҫлесе унта чӳк иртерӗҫ — ҫӳлти хӑватсене пуҫ тайӗҫ, ӗҫе вӗҫленӗ май така пусса шӳрпе ҫиӗҫ.
Сӑнсем: 1 пай (тулли пай, 179 сӑн), 2 пай (тӗп сӑнсем, 40 сӑн)
Ыран, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн 14 сехетре «Сувар» этнокультура паркӗнче кӑҫалхи ниме-симпозиума вӗҫлесе 6 сӑнарлӑ кӳлепе лартӗҫ. 12 ҫул ирттернӗ май Атӑлӑн йӑлӑм енчи «Чувашия» санатори ҫумӗнче пурӗ 130 яхӑн шӗпсут (сӑнарлӑ кӳлепе) вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал «Юрату» («Анне юратӑвӗ» патӗнче) кӳлепи таврашне илемлетме шутлаҫҫӗ — чӑваш халӑх мифологийӗпе ҫыхӑннӑ ултӑ юпа хутшӑнӗ.
Чӑваш Ен минфинӗ журналистсене нӑрӑсан 8-мӗшӗнче иртекен Чӑваш Республикин финанс министрӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха туса пыракан Михаил Ноздряковӑн «Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗ» темӑпа хатӗрленӗ пресса конференцине йыхравлать. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Мероприяти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнче вырнаҫнӑ Лару-тӑру пӳлӗмӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |